Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, тунтикун, __Пушкӑртстанри__ __Авӑркас районне__ кӗрекен __Чӑваш Хурамалӗнче__ **«Ахах-мерчен аваллӑхӗ»** ятлӑ чӑваш тумӗн уявӗ иртрӗ, ӑна __Василий Николаев__, __Геннадий Иванов-Орков__ тата __Виталий Иванов__ хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш тумӗ. Аваллӑхран малашлӑха» кӗнеке тухнӑранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Уявра чылай халӑх ансамблӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, хӑйсен тумӗсемпе килентернӗ. Пысӑк уява халӑх та йышлӑ пухӑннӑ — чӑвашсем тӗрлӗ кӗтессенчен пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран та хӑнсем пулнӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ __Зинаида Воронова__ вӗтӗ шӑрҫапа эрешлесе тӗрлес ӑсталӑха кӑтартса панӑ.
Фойере тӗрлӗ куравсем ӗҫленӗ. __Чӑваш наци музейӗ__ кунта вӗсен архивӗнче упранакан авалхи тумсемпе паллаштарнӑ.
Уяв чӑн та пурне те килӗшрӗ, пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
__http://odnoklassniki.ru/profile/169782361305/album/479237372889_**Сӑнсем**__ («Однокласникра», Олег Цыпленковӑн, 334 сӑн)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |