Чӑваш Ен Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ «Хӗвел» компанин (хӗвел энергетики енӗпе ӗҫлекен «Ренова» компанисен ушкӑнӗн тата «РОСНАНО» АУОн пӗрлехи предприятийӗн) тӗп директорӗпе Игорь Ахмеровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Тӗлпулура __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ ҫӳхе сийлӗ хӗвел модулӗсем кӑларакан предприятие хута ярас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Игорь Ахмеров пӗлтернӗ тӑрӑх — технологи линине вырнаҫтарса пӗтернӗ, хальхи вӑхӑтра ӗнерлев ӗҫӗ пырать. Вӑл предприятие пуҫласа ӗҫлеттерсе пӑхмалли куна палӑртнӑ — кӑҫалхи утӑн 1-мӗшӗ. Тепӗр 2-3 уйӑх ҫакӑн хыҫҫӑн тивӗҫлӗ техника докуменчӗсем илме кирлӗ пулӗ.
Предприяти чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Тӗлпулура уйрӑммӑн продукцие сутасси тата заводра ӗҫ вырӑнӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Компани кӑҫал тӗрлӗ 125 ӑҫтаҫӑна ӗҫе илесшӗн. Приборсем тӑвасси, оптотехника, электротехника, автоматика — ҫак тата ытти отрасль специалисчӗсем кирлӗ. Компани ҫавӑн пекех хӗвел генерацийӗн объекчӗсене проектлама, монтаж тума тата пӑхса тӑма вӗрентес енӗпе ӑстасем хатӗрлесшӗн. 2020 ҫул тӗлне 610 Мвт хӑватлӑ хӗвел электростанцисене хӑпартас проекта пурнӑҫлани тӗрлӗ тӑрӑхра ҫӗнӗрен 3800 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панине те шута илме пулать. Ҫавӑн пекех ҫак ӗҫ хӗвел вӑйӑпе электроэнерги кӑлармалли модуль пайӗсене хатӗрлекен хутӑш отрасльсенче 10 000 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ уҫма май парӗ.
Проект валли уйӑракан укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 20,1 млрд тенкӗпе танлашать. «Хӗвел» ТМЯОн устав капиталӗнче РОСНАНО пайӗ — 49%, «Ренова» компанисен ушкӑнӗн — 51%.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |