__Канаш районӗнчи__ __Асхва__ ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята __Ҫӗнӗ Шелттем__ ял тӑрӑхӗнчи **Алиса Чайникова** ҫӗнсе илнӗ. __Ӑвӑспӳрт Кипечри__ Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. __Уҫырмари__ Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. __Янкӑлчри__ Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. __Шӑхасанти__ Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Алиса Чайниковӑпа Елена Кириллова унта __Канаш районӗн__ чысне хӳтӗлӗҫ.
__http://gov.cap.ru/Home/63/images/2013/03/07%5f1/index.htm_**Сӑнсем**__ (51)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |