Ҫӗнӗлӗхсемпе тӗлӗнтерме, савӑнтарма пӑрахмасть __Октябрьски__ райповӗ. Иртнӗ ытларикун та вӑл Ӗсмел ял халӑхне черетлӗ парне турӗ. __Энӗш__ юханшывӗ уйӑрса тӑракан ялӑн тепӗр енче (кунта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприятисемпе организацисем те, пурӑнакан халӑхӗ те пур) ҫӗнӗ лавкка хута ячӗ. Вунсакӑр хваттерлӗ ҫурт ҫумӗнче райпон магазинӗ кунти халӑхшӑн халиччен те ӗҫленӗ-ха. Суту-илӳ залӗ тӑвӑртарах та хӗсӗкрех пулнӑ пулсан та тавар туянакансене кирлӗ пек тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Ҫапах та ҫакӑ халӗ — ӗнерхи пурнӑҫ, мӗншӗн тесен паян ҫӗнӗ магазинти условисем темиҫе хут хӑтлӑрах та тавар туянакансемшӗн меллӗрех. Ҫакна курах пулӗ магазин заведующийӗ С. Вотякова ҫӗнӗ вырӑна куҫнипе хӗпӗртенӗрен малашне тата та тӑрӑшуллӑрах ӗҫлессе шантарчӗ.
Сутуҫӑсемшӗн кӑна мар, ял халӑхӗпе пыран-ҫӳрен хӑнасемшӗн те ҫӗнӗ магазин уҫӑлни савӑнӑҫ ӗнтӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ пысӑк пулни тавар ассортиментне самай пуянлатма май панӑ. Ытларах — апат-ҫимӗҫ продукчӗсен ассортиментне. Лавккаран инҫех мар пульница вырнаҫнине шута илсе промышленность таварӗсен кӗтесне те йӗркеленӗ. Ара, сиплев учрежденине вырттарас пулсан ҫынна, калӑпӑр, шӑл тасатмалли хатӗр те, ытти тасалӑх япалисем те кирлӗ пулӗҫ-ҫке. Вӗсене туянма халӗ инҫе утас ҫук — кирлине ҫывӑхрах тупма пулать.
Ҫӗнӗ магазин ҫурчӗ райпо администрацийӗн тӑрӑшӑвӗпе кӗске вӑхӑтра ӳссе ларчӗ темелле. Хӑвӑрт ҫӗкленекен конструкцисен технологийӗпе усӑ курса пӗрремӗш магазина кӑна хута ямасть райпо. Модульлӗ технологисен майӗпе иртнӗ ҫул акӑ __Хурӑньялӗнче__ тата ытти хӑшпӗр пӗчӗк ялсенче кӗске хушӑра ҫӗкленчӗҫ ҫакнашкал пӗчӗк те хӑтлӑ лавккасем.
Райпон ырӑ ӗҫӗсем яланах халӑха кирлӗрен пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫакна ҫӗнӗ объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма килнӗ официаллӑ ҫынсем те палӑртрӗҫ. Чӑвашпотребсоюзӑн обществӑлла апатлану ӗҫне йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ О. Иванова, магазин ҫуртне тӑвакан подрядчик В. Макаров, Сӗнӗрвӑрри район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ К. Федорова, 41 ҫул потребкоопераци системинче тӑрӑшнӑ Ю. Кудряшова паянхи райпо коллективне сахал мар тав сӑмахӗ каларӗҫ. Ҫакна Р. Почемов ертсе пыракан Октябрьски райповӗ чӑннипех тивӗҫлӗ пулни куҫкӗрет. Райпо районӑн бюджет енчӗкне хулӑнлатакан предприятисенчен пӗри. Ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑран вӑл чылай ҫул ӗнтӗ район аталанӑвӗн тыткӑчи шутланать. Хӑйӗн социаллӑ тивӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пырать.
Райпо ӗҫченӗсем район пурнӑҫӗнче активистсем пулнине те ӗнентерсех тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, нумаях пулмасть Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ ячӗпе районти Культура ҫуртӗнче иртнӗ конкурсра шӑпах райпора тӑрӑшакан чиперккесем чи маттур пулнине те асӑнмасӑр хӑвармарӗ район администрацийӗн представителӗ К. Федорова.
Ӗсмелти ҫӗнӗ магазин __Ҫӑварни__ уявӗн эрнинче уҫӑлнӑран хӑнасем вӗри икерчӗпе сӑйланма пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех райпон «Марпосадский» ҫӑкӑр комбиначӗн, Чӑвашпотребсоюз системине кӗрекен __Етӗрнери__ аш-какай комбиначӗн продукцине те тутанса пӑхса хакларӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |