__Шупашкар__ хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушӑн 18-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкара Австри элчи Маргот Клестиль-Лёффлёр ҫитмелле. Хӑнасен ушкӑнӗ йышлӑ пулӗ — элчӗпе пӗрле Австрири 17 тӗп предприятисен ҫыннисем те килӗҫ.
Республика пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнисӗр пуҫне хӑнасем Чӑваш Республикин предприятисен ҫыхӑну биржине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗҫ, ҫавӑн пекех «Акконд», трактор кӑларакан савутпа паллашӗҫ. Программӑра Чӑваш наци музейӗпе «Тракторӑн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ» те пур.
Австри хӑнисемпе ҫыхӑну пуҫарас шутлисене пушӑн 18-мӗшӗнче Ехрем купса бульварӗн 3-мӗш ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ. Малтан заявка памалла. Тӗлпулусем тӳлевсӗр, 10 сехетре пуҫланаҫҫӗ те 18 сехетре вӗҫленеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |