Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ҫыравҫи __Лаврентий Таллеров__ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Сывпуллашу вырсарникун Шупашкарти Граждансен урамӗнчи 19 ҫуртра («Ритуальные услуги» МУП) 14-15 сехетсенче пулӗ.
**__Таллеров Лаврентий Васильевич__** 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче __Нӗркеҫ__ ялӗнче (__Комсомольски районӗ__) ҫуралса ӳснӗ. 1976 ҫултанпа СССР ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1988), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1981). Чӑваш театрӗсенче вылякан тата ӗҫлекен артистсемпе режиссерсен пултарулӑхне тӑтӑш ҫутатса тӑнишӗн ӑна Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине панӑ.
Лаврентий Васильевич __Ҫӗнӗ Кипеҫри__ вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта __Шупашкара__ куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа ӳнер пайне ертсе пынӑ. Унтан «Тӑван Атӑл» редакцине ӗҫлеме куҫнӑ, явӑплӑ секретарь, тӗп редактор ҫумӗ пулнӑ, 1985-1989 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫленӗ.
Паллӑ кӗнекисем: «Хурӑн шывӗ» (1975), «Култарам-ха арӑмран» (1977), «Юхать юханшыв» (1978), «Сӑпка юррисем» (1979), «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» (1983), «Хӗвел ҫаврӑнӑш — ылтӑн ҫӳҫ» (1986), «Эрхип мӑнукӗ Эрхип» (1992), «Йӗркеллӗ ҫын асапӗсем», «Шеремет» тата ыттисем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |