Ҫитес эрнере, шӑматкун, **%red%пушӑн 23-мӗшӗнче%/red%** ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ **18 сехетре**. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.
Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.
Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр __Муркаш районӗн__ хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех __Канаш районӗнчи__ Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), __Тӑвай районенчи__ Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 62–35–61.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |