__Чӑваш кӗнеке издательствинче__ ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ — __Иван Тенюшевӑн__ **«Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем»**.
Сахал мар ӗҫленӗ Иван Яковлевич хӑй вӑхӑтӗнче — халӑх хушшинче 40 ҫул тӗрлӗ юмах-халап пухса ҫӳренӗ. Ку кӑларӑма шӑп та лӑп вӗсем кӗнӗ те ӗнтӗ. Пурте мар, ытларах енӗпе __Атӑлҫи Пӑлхар__ вӑхӑтне сӑнласа кӑтартакан юмах-халап.
Ӑслӑлӑх кӑларӑмӗсенче ку кӗнеке илемлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать — кашни юмах, кашни халап ҫӑмӑллӑн вуланать. Унсӑр пуҫне Иван Яковлевич сахал мар юрӑпа, чылай сӑвӑпа усӑ курнӑ — вӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫа туллин кӑтартма пулӑшаҫҫӗ, вуланӑ май чӑн та ҫав тапхӑра лекнӗн туллин сӑнласа параҫҫӗ. Кӗнекене П. Сергеев художник илемлетнӗ.
Туянас шутлисем ӑна __http://www.i-sum.su/t/49645.html_«СУМ» лавккара__ илме пултараҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |