__Ҫӗрпӳ__ хули икӗ юханшыв пӗрлешнӗ вырӑнта ларать — кунта __Кӗҫӗн Ҫавалпа__ __Мӑн Ҫавал__ шывӗсем пӗрлешеҫҫӗ. Айлӑмра ларнӑран хулана ҫак юханшывсем ҫур кунӗсенче самай шар кӑтартаҫҫӗ — уйрӑмах, __Кӗҫӗн Ҫавал__.
Малтанхи ҫулсенче Кӗҫӗн Ҫавал енчен шыв илесрен ҫӗр те хӑпатрӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫавах ку ӗҫ хулана ейӳрен туллин хӑтарас ҫукки палӑрчӗ. Пӗлтӗр вара ҫак ыйтӑва тепӗр енчен пӑхма шут тытрӗҫ — юханшыв ҫулне улӑштарасси пирки.
Ӗҫе 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тытӑнчӗҫ, 313 метр сарлакӑш юханшывӑн ҫӗнӗ шыв ҫулне (шыв юхмалли канав сарлакӑшӗ 15 метр пулмалла) «Гидротехника» ТМЯО пурнӑҫлать. Паянхи куна пур ӗҫсен калӑпӑшне 45 процент тунӑ темелле. Вӑл шутра чи йывӑр пая — метр ҫурӑ тарӑнӑш шӑннӑ ҫӗре чавнӑ. Предприяти ӗҫченӗсем ейӳ пуҫланниччен ҫӗр ӗҫӗсене ытларах пайӗпе вӗҫлесшӗн.
.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |