Тунтикун пирӗн Элтепӗр __Михаил Игнатьев__ Австри элчипе __/news/2630.html_Клестиль-Лёффлерпа__ тӗл пулнӑ. Калаҫура вӗсем тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ — Австри пирӗн респуликӑна мӗнле пулӑшма пултарасси пирки, Чӑваш Ен инҫетри ҫӗршыва мӗнпе илӗртме пултарасси пирки. Чӑвашра кӑларакан продукцие Австри ҫӗршывне кӑларма пулашасси ҫинчен тата республикӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннисӗр пуҫне пирӗн Элтепӗр республика ҫӗрӗсене Австри фермерӗсене 49 ҫуллӑха тара пама сӗнни те пулнӑ.
Ку пирӗн вӑхӑт пулӑмӗ-ши е пуҫлӑхсен айванлӑхӗ-ши? Ӗмӗр-ӗмер хушши, пин-пин ҫул хушшинче ҫӗр ӗҫне юратса ҫитӗннӗ халӑх чӑнах та ҫӗр ҫинче ӗҫлеме маннӑ-ши? Шупашкар тӑрӑхри фермӑсене сӗт сӑвакансене инҫетри __Елчӗк районӗсенчен__ йыхӑрни пирки сас-хура тахҫанах ҫӳретччӗ-ха, халӗ вара ял хуҫалӑхри йывӑрлӑхсем чӑн пулни Австри элчи таранах ҫитнӗ курӑнать.
Тен, Австри фермерӗсене чӗнсе аппаланас вырӑнне республикӑраи арканнӑ колхоз-совхозсене чӗртме тытӑнмалла? Вара ял халахӗ те Мускава ҫӳреме пӑрахӗ, ялсем те ача сассипе тулма пуҫлӗҫ? Ку тӗлӗшпе чӑн та ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесен нивушлӗ чӑваш халӑхӗ ҫӗр ҫине таврӑнмӗ?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |