Нарӑс уйӑхӗнче кӑҫал __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Чӑваш юррин халӑх хорӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Юбилея анлӑн ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче паллӑ тӑвӗҫ — ятарлӑ пултарулӑх каҫне ирттерӗҫ. Паянхи кун халӑх ушкӑнӗ ҫав юбилея хатӗрленет.
Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.
Чӑваш юррин халӑх хорӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе яланах савӑнтарать. Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук вӗсен — чылай концертра, кашни уявра вӗсем кӗтнӗ хӑна шутӗнче.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |