Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене __/news/2622.html_кӗнекен кӑларасси пирки пӗлтернӗччӗ__ ӗнтӗ. Яланхи пекех эпир ӑна ача-пӑча ӳкерчӗкӗсемпе илемлетес шухӑшлӑ.
Ӳнер ӑмӑртӑвне эпир кӗскен **%green%«Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ»%/green%** ят парас терӗмӗр — шкулта вӗренекен кашни ача унта хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫе кӑҫалхи **ака уйӑхӗ вӗҫлениччен** ярса памалла.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хучӗ ҫеҫ ярса пама пултаратпӑр. Вырӑн-тавраш палӑртмастпӑр — тивӗҫлӗ ӗҫ эпир хатӗрлекен кӗнекене кӗрӗ. Паллах, авторне кӗнеке те лекӗ.
Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: __http://docme.ru/fhx_**http://docme.ru/fhx**__ (pdf)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |