«Канаш ен пики» __/news/2624.html_конкурсра ҫӗнтернӗ__ __Ҫӗнӗ Шӗлттем__ хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем __Шупашкар__, __Канаш__, __Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулисенчен тата __Елчӗк районӗ_Елчӗк__, __Етӗрне районӗ_Етӗрне__, __Йӗпреҫ районӗ_Йӗпреҫ__, __Комсомольски районӗ_Комсомольски__, __Муркаш районӗ_Муркаш__, __Сӗнтӗрвӑрри районӗ_Сӗнтӗрвӑрри__, __Ҫӗрпӳ районӗ_Ҫӗрпӳ__, __Тӑвай районӗ_Тӑвай__, __Улатар районӗ_Улатӑр__, __Элӗк районӗ_Элӗк__ районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — **Лилия Петрова** (__Етӗрне районӗ__);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — **Екатерина Козлова** (__Муркаш районӗ__);
• Ҫепӗҫ пике — **Елена Рыжова** (__Канаш__ хули);
• Ӑс пике — **Мария Шемякина** (__Йӗпреҫ районӗ__);
• Хӳхӗм пике — **Татьяна Константинова** (__Тӑвай районӗ__);
• «Ю-ТВ» пики — **Алиса Чайникова**.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |