«Ясна» этно-экологиллӗ поселени ачасен «Пирӗн мӑн асаттесем» (выр. «Наши предки») ӳнер конкурсне ирттерет. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Ку ӑмӑртӑва 5–17 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӳкерчӗке хуть те мӗнле меслетпе, хуть те мӗнле сӑрӑ хатӗрӗпе усӑ курса ӳкерме юрать. Конкурс темисем: мифсемпе халапсем, мӑн асаттесен тӗнче курӑмӗ, халӑх эпосӗн паттӑрӗсем, ӗмӗрсем витер пыракан мӑн асаттесен ӑс-хакӑлӗ.
Ӗҫсене Чӑваш наци вулавӑшне кайса памалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли номерсем: 62-38-12, 8-927-665-72-92.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ачасене «Авалхи чӑвашсен асамлӑ уҫланки» тӳлевсӗр экскурсине илсе кайӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи лайӑх ӗҫсене наци вулавӑшӗпе ӳнер музейӗнчи куравсенче кӑтартӗҫ. Конкурсӑн йӗрке-шывӗпе туллин __http://www.yasna.info/vse-novosti/67-konkurs-risunkov_кунта__ паллашма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |