__Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкери__ вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе __Муркаш районӗ_Муркаш тӑрӑхӗнчи__ вӗрентӳ ӗҫченӗсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫирӗпленсех пырать. Иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Пучинкере кашни ҫул иртекен «Чӑваш вӑййине» килнӗччӗ, ӗнер вара, пушӑн 27-мӗшӗнче, __Муркашри__ «Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн» ӗҫченӗсем хӑнара пулчӗҫ. Хӑнасен тӗллевӗ — пучинкесенчен тухья тӑвас ӑсталӑха вӗренесси.
Ӗҫлӗ тӗлпулу шкулти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Е.М.Михайловапа Л.Н.Клементьева мастер-класс ирттерчӗҫ. Вӗсем тухья ӑсталас вӑрттӑнлӑхпа паллаштарчӗҫ, вӗтӗ шӑрҫапа эрешсем ҫыхма вӗрентрӗҫ. Кружока ҫӳрекен ачасем те хӑйсен ӑсталахне кӑтартрӗҫ.
Тӗлпулу тухӑҫлӑ иртрӗ, хӑнасем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |