Вӗренме ҫӳремесӗр, экзамен тытмасӑр та пиллӗк паллӑ илмешкӗн май пур иккен — __Чӑваш патшалӑх унивеститечӗн__ Канашри филиал директорӗ пулӑшсан. Паллах, ахаль мар — укҫалла.
Право йӗркин хуралҫисем Чӑваш патшалӑх университечӗн Канашри филиал директорӗн кабинетне ухтармашкӑн темиҫе эрне каяллах пырса кайнӑ. Следстви шучӗпе куҫӑмсӑр майпа вӗренекен 3 ушкӑнри студентсем 150 пин тенкӗлле зачеткисене «5» паллӑ ларттарнӑ. Анчах та пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май тата ытти лайӑх мар пулӑм та ҫиеле тухнӑ. Ҫапла майпа университетӑн Канашри филиалӗнче вӗренекен пӗр хӗрӗн ултавлӑ майпа илнӗ «пиллӗксем» тата тепӗр 5 пуҫиле ӗҫе пуҫарма хистенӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каласа панӑ тӑрӑх: аслӑ шкул филиалӗн директорӗ 2008–2012 ҫулсенче студенткӑран 50 пин тенкӗ ытла взятка илсе вӗренме ҫӳремесӗрех, ӑна пӗр зачет та, пӗр экзамен та тыттармасӑрах курсран курса ӑнӑҫлӑ куҫарса пынӑ. Диплома ӗҫӗ те ҫырман ҫав хӗр — ҫавах та ӑна вӑл пиллӗклӗх хӳтӗленӗ пулса тухать. Каймасӑрах патшалӑх квалификаци экзаменне те питӗ ӑнӑҫлӑ тытнӑ хайхискер.
Пуҫарнӑ мӗн пур пуҫиле ӗҫе халӗ пӗр производствӑна пуҫтарнӑ. Следстви малалла пырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |