Ҫӗнтерӳ кунӗччен вӑхӑт пур-ха. Анчах унӑн пӗлтерӗшне кура эпир ӑна чылай маларах кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме пуҫлатпӑр. Аслӑ уява йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑна Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хӑй ертсе пырать. Акан 3-мӗшӗнче вӑл тӳре-шарана пуҫтарса канашлу ирттерчӗ.
Куҫҫуль кӑларакан ҫак сумлӑ уяв халӑх асӑнче нумайлӑха юлтӑр тесе влаҫ ҫыннисем ҫулсерен мӗнпе те пулин тӗлӗнтересшӗн. __Шупашкарсем__ кӑҫал, калӑпӑр, хулана уяв тӗлне тап-таса тӑвасшӑн. «Ҫамрӑк волонтерсен ушкӑнӗсем вӑрҫа ветеранӗсем патне ҫитсе килес шутлӑ — кирлӗ пулсан мӗнпе-тӗр пулӑшма та хатӗр вӗсем», — тет хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов.
Яш-кӗрӗм тӗп хулари __Мускав районӗнче__ ав, «Таса пӳртре ӑша та хӑтлӑ», __Ленин районӗнче__ «Таса чӳречесем» акцисем йӗркелес шухӑшлӑ. Вӗсен тӗллевӗсем ячӗсенченех паллӑ. Ҫӗнтерӗве туптакансене — вӗсем яланах хисепре пулсан та — ҫак кунсенче ытти чухнехинчен пысӑкрах тимлӗх уйӑрасшӑн-ҫке-ха. Акан 9-мӗшӗнче республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ятарлӑ программӑсем ӗҫлесе каяҫҫӗ. Культура министрӗ Вадим Ефимов «Раҫҫейӗн ҫентерӳллӗ кунӗсем» ятпа иртекен уйӑхлӑхра ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва юратма хистекен мероприятисене явӑҫтарас кӑмӑллӑ. Ан тив, манса ан кайччӑр — кам пире фашизм пусмӑрӗнчен хӑтарса хӑварнине! Урама тухса ҫӳреме йывӑр пулсан — ветерансене киле пырсах чыслама тарӑшӗҫ. Уяв ячӗпе хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем валли парнесем те хатӗрлеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ пуххи пуҫтармашкӑн та сахал мар укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать теҫҫӗ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх тата тепӗр миллион тенкӗ майлах. Хальлӗхе укҫа тупайман-ха — вӑхӑчӗ вара васкатать. Уява кӗтсе илнӗ май ялсемпе хуласен сӑн-сӑпачӗ те улшӑнмалла паллах. Ку __Шупашкара__ уйрӑман пырса тивет — мӗшӗн тесен Ҫентерӳ кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ сумлӑ нумай мероприяти шапах кунта иртмелле, ҫав шутра йӑлана кӗнӗ Ҫар парачӗ те. Унта пин ҫынна яхӑнах хутшӑнать тата алла яхӑн ҫар техникине те урама кӑларасшӑн урама.
Ҫӗнтерӳ салючӗ пулать-и тесе ыйтсан — паллах, унсӑрӑн мӗнле-ха вӑл! — пулчӗ хурав.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |