Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, __Тутарстанри__ __Пӳркел__ ялӗнче __Иван Юркинӑн__ 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, __Хусанти__, __Шупашкарти__ хӑнасем. __Чӗмпӗр__, __Мускав__, __Теччӗпе__ __Пӑва__ тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.
Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.
Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ __Анатолий Малышев__.
__http://buinsk.tatarstan.ru/rus/buinsk/foto.htm/photoreport/535830.htm_**Сӑнсем**__ (42)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |