Ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, __Мускавра__ ыркӑмӑллӑ концерчӗ иртрӗ. «Барин» пӑрахут ҫинче вӑл 16 сехетре пуҫланчӗ. Мӗнпур пухӑннӑ укҫа Чӑваш Сашши (Александр Павлов) юрӑҫа пулӑшма кайӗ.
Шупашкартан Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ — вӗсем шӑматкунах ҫула тухрӗҫ.
«Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен концерта кайрӗҫ: Олег Цыпленков ертӳҫӗ, Надежда Заводскова тата Светлана Иванова-Мерчен юрӑҫсем, Алиса Чайникова-Ахахпи — Чӑваш-пики-2013.
Енчен те сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пулать («Однокласники» халӑх тетелӗнчен илнӗ):
**Павлов Александр Витальевич
Самарская область, сбербанк России Сберегательная книга, счет 42307.810.9.5415.0023245 Внутреннее структурное подразделение 4244/00057**
Е почтӑпа куҫарма пулать:
**446476 Самарская область, Похвистневский район, с. Нижнее Аверкино, Павлову Александру Витальевичу (е унӑн мӑшӑрне: Павловой Елене Сергеевне)**
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |