88 ҫула кайса чӑвашсен паллӑ хӗрарӑм ҫыравҫи __Зоя Алексеевна Нестерова__ вилсе кайнӑ. Вӑл 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче __Красноармейски районӗнчи__ __Анат Кушар__ ялӗнче ҫуралнӑ.
__Зоя Нестерова__ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Нумай ҫул хушши __Красноармейски районӗ_Красноармейски__ тата __Комсомольски районӗ_Комсомольски__ районӗсенчи тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑннӑ. Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. 1980-мӗш ҫулсенче ачасем валли «Чее мулкач» пичетлесе кӑларнӑ.
Чылай повесть ҫырнӑ вӑл: «Сивӗ хӗвел ҫӗршывӗнче», «Пулаймарӑм санӑн мӑшӑру» тата ытти те. Ун кӗнекисем: «Чее мулкач», «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем», «Ылтӑн пӗрчисем», «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ».
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |