Акан 19-20-мӗшӗсенче «Кӗмӗл сасӑ» ӑмӑрту-фестиваль каллех юрӑҫсене пуҫтарӗ — Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче вӑл XIV хут иртӗ. Ирттерекенсен йышӗнче: __Чӑваш наци конгресӗ__, Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерстви, Чӑваш Республикин Халӑх пултарулахӗн ҫурчӗ.
Паянхи кун тӗлне пурӗ 23 юрӑҫ хутшӑнма тӗв тунӑ — хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне __Пушкӑртстанпа__ __Тутарстанран__, Самар, Сарӑру тата __Чӗмпӗр облаҫӗсенчен__, Хӗрлӗ Ҫыр Енӗнчен пур. Чикӗ леш енчен килнӗ хӑнасемсӗр те иртмӗ — Белоруссинчи юрӑҫсем хутшӑнӗҫ.
«Кӗмӗл сасӑ» икӗ кун иртӗ — пӗрремӗшӗнче ӑмӑрту пулӗ, иккӗмешӗнче вара мала тухнӑ юрӑҫсем гала-концертпа савӑнтарӗҫ. Хаклакансен пуҫлӑхӗ — жюри председателӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ __Вячеслав Христофоров__.
Фестиваль-ӑмӑрту 18 сехетре пуҫланать!!!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |