Чӑваш историне, литературине, культурине тӗпчесси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫапах та паянхи кун та чӑвашсем хушшинче чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑклӑнакан ҫынсем пурах. Вӗсем шутне филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ __Галина Алексеевна Ермакова__ та кӗрет. Акан 11-мӗшӗнче вара чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Г.А. Ермаковӑн 70 ҫулхи юбилейне халалласа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ.
Конференцин пайӑр ячӗ: «Особенности концепций творчества в культуре Урало-Поволжья». Ӑслӑлӑх форумӗнче тӗрлӗ регионтан: Марирен, Удмуртирен, Тутарстанран тата республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен килнӗ хӑнасем пулчӗҫ. Пленар ларӑвӗнче хӑнасем чи малтанах Г.А. Ермаковӑна юбилей ячӗпе саламлама васкарӗҫ. Ӑшӑ салам сӑмахӗсене факультет деканӗ __В.Г. Родионов__ профессор каланипе пуҫланчӗ лару. Университет проректорӗ В.В. Афанасьев, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ __Ю.Н. Исаев__, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗн деканӗ __Е.А. Андреева__ та юбиляра чӗререн тухакан сӑмахсем каларӗҫ.
Чӑннипех те, ҫакӑн пек конференцисем пире питех те кирлӗ. Галина Алексеевнӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ наука ларӑвне килнисем. Вӑл учитель, методист, ҫыравҫӑ, профессор, ученӑй ҫеҫ мар, пысӑк чунлӑ ҪЫН пулни сисӗнсе тӑчӗ конфиренцире. Ҫакӑ ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулни тата вӗсене малалла аталанма хавхалантарни куҫкӗрет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |