Иртнӗ шӑматкунпа вырсарникун __Шупашкарти__ 47-мӗш шкулта республика шайӗнчи ачасен пултарулӑхӗн «Excelsior — 2013» конференци-фестивалӗн курӑмлӑ турӗ иртрӗ. Маларах ӑмӑртӑвӑн икӗ турӗ пулнӑччӗ — хула (район) шайӗнчи тата курӑмсӑр майпа иртнӗскерсем.
Курӑмлӑ пая малтанхи турсенче мала тухнӑ 11–18 ҫулхи ачасем хутшанчӗҫ. Акан 13-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекен вӗренекенсем ӑмӑртрӗҫ, акан 14-мӗшӗнче вара — техника ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекенсем. Пурӗ 400 ытла ача хутшӑнчӗ унта.
Конференци 11 сехетре уҫӑлчӗ — сӑмах тухса калакансем хушшинче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, «Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫсен центрӗн директорӗ Панченко Наталия Леонидовна, 47-мӗш шкул директорӗ Фёдорова Алевтина Николаевна пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май шкулти пултаруллӑ ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шел те, шӑматкунхи кун сцена ҫинчен пӗр чӑваш сӑмахӗ те янрамарӗ — ӑмӑртӑвӗ республика шайӗнче иртрӗ пулин те.
Ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе «Эткер» сайтӗнче паллашма пулать пулӗ, хальлӗхе унта унашкал информаци кӗртмен-ха.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/149563/_**Сӑнсем**__ (38)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |