Акан 18-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗпе «Хавал» пӗрлешӳ **__http://termin.chv.su/a/terminsem_Чӑвашла терминсем ӑсталама хатӗрленӗ сайтӑн__** хӑтлавне ирттереҫҫӗ! Эпир чӑваш чӗлхипе тачӑ ӗҫлекен пур ҫынна та йыхравлатпӑр — ӑсчахсене, студентсене, хаҫатҫӑсене тата терминологипе кӑсӑкланакан ыттисене те. Хӑтлав гуманитари институчӗн Ӑслӑлах канашӗн пӳлӗмӗнче иртӗ.
Ҫак кун маларах ҫав пӳлӗмрех __Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ__ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа тӑй те «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ятлӑ ҫавра сӗтел ирттерет. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ, вӗҫленсен пирӗн хӑтлав иртӗ.
Ҫавра сӗтелте ҫак ыйтусене сӳтсе явӗҫ: чӑваш тӗнчи тата паянхи лару-тӑру; __чӑваш чӗлхипе__ культури аталанӑвӗн стратегийӗ; чӑваш чӗлхине документлас ӗҫ; хальхи хаҫат-журнал чӗлхи; чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курасси; чӑвашла терминсем тӑвас ӗҫ; электронлӑ кӑларӑмсем хатӗрлесси тата ытти те.
Унсӑр пуҫне вӑл кунах, апата каяс умӗн, «Хавал» пӗрлешӳ тӑрӑшнипе тухнӑ __http://www.i-sum.su/t/97996.html_«Пин те пӗр сӑмах» ӳкерчӗклӗ сӑмах кӗнекин__ хӑтлавӗ иртӗ — сирӗн ӑна туянма, унпа тӗплӗнрех паллашма май пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |