Паян __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Михайловка__ шкулӗ ҫумӗнчи инҫет вӗренӳ центрне пӗр сехет валли пӗрин хыҫҫӑн тепри киле пуҫларӗҫ. Пурте «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцине хутшӑнас кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ. Малтанласа ачасемпе тата уйрӑм вӗрентекенсемпе хутшӑнма заявка панӑччӗ. Ӗҫ-пуҫ капла ҫаврӑннӑ пирки ачисем вырӑнне аслисем ларчӗҫ, хӑйсене диктант ҫырса тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. 11 ҫынтан 3-шӗ кӑна шкул ачи пулчӗ, ыттисем пурте 40 урлӑ каҫнисем. Вӗсем чӑваш ҫырӑвне маннипе манманнине, паллах, тӗрӗслев кӑтартса парӗ.
Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев акцие хутшӑннӑ пур ҫынна та чӗререн тав турӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |