Хальхи вӑхӑтра информаципе тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах, хыпар-хӑнара чӑвашла вулама май туса парасси питӗ кирлӗ. Унччен эпир «Хыпарла» проект пуҫланӑччӗ, анчах вӑл эпир шаннӑ пек ӗҫлесе каймарӗ. Ытларах хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа парасшӑнскерсем пулчӗҫ. Тата пӗлтӗр Admin-ӑн укҫа-тенкӗрен тӑкаксем тупӑннӑран вӑхӑтра тӳлесе тӑрасси те йывӑр пулчӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене тӗпе хурса эпир проекта ҫӗнӗлле хута ярас терӗмӗр — уйрӑм ҫынна тытас терӗмӗр.
**Эпир шыратпӑр: чӑвашла лайӑх пӗлекен, политика тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ, хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама пултаракан ҫынна. Пире республикӑпа ун тулашӗнче пулса иртекен ырӑ пулӑмсене палӑртакан, япӑххине сивлеме пултаракан ҫын кирлӗ. Студент-и вӑл, тивӗҫле канӑва тухнӑскер-и — пӗлтерӗшлӗ мар.**
Пӗр кун хушшинче %blue%**10 хыпар**%/blue% ҫырмалла. Укҫине те ытларах уйӑрӑпӑр — %blue%**уйӑхне 10 пин тенкӗ**%/blue%. Енчен те 10 хыпар ҫырма йывӑртарах пулсан — икӗ ҫынна явӑҫтарма тивӗ: пӗри 5 ҫырать, тепри 5. Уйӑхне ҫапла май 300 хыпартан кая мар пулмалла. Район хаҫачӗсенче ӗҫ укҫи 10 пин патнелле пулнӑран кирлӗ ҫын тупӑнасса шансах тӑратпӑр.
Мӗнле хыпарсене ҫутатмалла: республикӑра пулса иртекен мӗнпур пӗлтерӗшлисене. Ҫав шутра районсенче, ял тӑрӑхӗсенче, уйрӑм ялсенче пулса иртекен вырӑнти пӗлтерӗшлисене те манмалла мар (кунне унашкалли 1-2 хыпар кӗртме пулать тейӗпӗр). Хыпарта автор пӗтӗмлетӗвӗ, автор шухӑшӗ курӑнмалла. Культура, политика, спорт, вӗренӳ, ҫутҫанталӑк, ял хуҫалӑхӗ, экономика — хыпарсенче кашни пай валли вырӑн пулмалла.
Хальхи вӑхӑтра эпир кирлӗ ҫынна шыратпӑр. Енчен те сирӗн ҫак ӗҫе туса пырас кӑмӑл пур пулсан np@chuvash.org адреспа ҫыру ярӑр. Эпир сире хыпарсем тӑрӑх хаклӑпӑр, ҫавӑнпа та малтан вӗсене сайта кӗртмелле пулӗ (асӑрхарӑр пулӗ, Angelnas1992@mail.ru ятпа хыпарсем нумайланнине — ҫак студентка пӗр кандидатсенчен пӗри). Хамӑра кирлӗ журналиста тупиччен эпир вӗсемшӗн __Проект: Хыпарла_«Хыпарла»__ проектри пек тӳлетпӗр: сӑмахран, вырӑсларан куҫарнӑ хыпаршӑн 100, эксклюзивлишӗн — 200 тенкӗ. Концерт, спектакль е мероприяти пуласси пирки пӗлтерекен хыпарсем шутланмаҫҫӗ. Пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан ҫӳлерех асӑннӑ адреспа ҫырӑр, хуравлӑпӑр.
Сӑмах май, «Хыпарла» проектшӑн тӳлеме шантарнӑ укҫана майӗпен куҫарса пыма пуҫларӑмӑр (пӗлтӗрхи пуш тата ака уйӑхӗсемшӗн парса). Хальлӗхе ҫапла шут тытса: авторӑн 300 тенкӗ пухӑнмасӑр укҫа куҫармастпӑр. Ҫӗнӗ проектра укҫа ҫӑлкуҫӗ валли тепӗр спонсор тупса, ҫапла май 5 пин Админтан пулӗ, тата 5 пин — тепӗр спонстортан.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |