Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__http://chuvsu.ru/index.php_Чӑваш патшалӑх университечӗн сайчӗ__ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӗҫленни пирки пӗлтерет. Тӗрӗслев комиссине пӗтӗмпе 2304 ӗҫ ҫитнӗ. __И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче__ хӑй пӗлӗвне 251 ҫын тӗрӗсленӗ, ыттисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫырса ӗҫӗсене интернетпа ярса панӑ. Пӗтӗм ӗҫрен 1736 диктанта шута илнӗ, ыттисене хакланисен ретне кӗртме май килмен — техника сӑлтавӗсене пула (сканерпа куҫа курӑнмалла кӑларман, чылайӑшӗн е пуҫламӑшӗ, е пӗтмӗшӗ ҫук) тӗрӗслев комиссийӗ вӗсене пӑхса тухайман.

Хаклава тивӗҫлӗ ӗҫсенчен «5» палла тивӗҫнисем — 171 (9,8 %), «4» паллӑ илнисем — 677 (39 %), «3» паллӑ илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллӑ илнисем — 512 ( 29,5 %).

«3» тата «2» паллӑ илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мӗншӗн тесен кӗҫӗнрех классенче вӗренекен ачасем тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене пурне те вӗренсе ӗлкӗреймен. Шкулта 9 класс пӗтернӗ тӗле ҫеҫ орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пӑхса тухаҫҫӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуҫласах хутшӑннӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ӑнӑҫлӑ иртнӗ, вӑл чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхине хисепленине, сума сунине кӑтартса пачӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын