Чӑваш Енри тӗпчев коммитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх __чӑваш чӗлхине__ хӳтӗлесе пичетленӗ статьяшӑн «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе тӳресем патне ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, йӗрлем (следстви) шухӑшӗпе ҫак статья халӑхсем хушшинче хирӗҫӳ пуҫарать имӗш, ҫакӑншӑн Илле Иванов журналиста айӑплаҫҫӗ. «Сӗтев» хаҫата сӑлтавсӑр айӑплани пирки право хӳтӗлекен чӑмӑртанӑшсем пӗрре мар пӗлтерчӗҫ пулин те йӗрлев комитечӗ айӑплав ӗҫне пӑрахӑҫлама шутламасть-ха.
«Покажи мне твой язык, и я скажу — кто ты» статья хаҫатра икӗ ҫул каяллах пичетленсе тухнӑччӗ, унта автор чӑваш чӗлхине хӗснипе килӗшмен. Тӗслӗхрен, судра тата влаҫ органӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма май ҫуккине ҫӗкленӗ.
РФ пуҫилле кодексӑн 282 статьян 1-мӗш пайӗпе килешӳллӗн Илле Иванова икӗ ҫул таран пама пултараҫҫӗ. «Сӗтев» хаҫата кӑларакан Эдуард Мочалов айӑплӑ статьян авторӗ хӑй пулнине пӗрре мар пӗлтернӗ пулин те йӗрлемҫӗсех ҫавах Илле Иванова ҫуд тенкелӗ ҫине лартасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |