Ҫапларах пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресса службинче. Г.С.Лебедев ячӗллӗ лицей интерната пӗлтӗр авӑнӑн 1-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Унта вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫак ӗҫ-пуҫа пулса йывӑрлӑха лекнӗрен пӗрре мар хула администрацийӗ патне ҫырупа та тӗрлӗ митинг-пухӑва та тухрӗ. Ак халь вара ыйтӑва татса пани пирки пӗлтереҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗ «Г.С. Лебедев ячӗллӗ пултаруллӑ ачасен наци шкул-интерначӗ» ятлӑ пулӗ.
Шел те, ачасен хӑйсен пултарулӑхне унта туптас тесен тата виҫӗ ҫул кӗтме тивӗ. Ҫӗнӗ шкул-интернат Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин никӗсӗнче ӳссе ларӗ — пурӗ 3 ҫӗнӗ вӗренӳ корпус туса лартмалла. Унти пӗтӗмешле лаптӑк 6 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. Ҫак ӗҫ валли 250 миллион тенкӗ кирлӗ имӗш (~~пӗлме: хальхи лицей-интернат ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсен калӑпӑшӗ 270 миллион тенкӗпе танлашмалла пулнӑ~~). Укҫине ӑҫтан илесси те хальлӗхе паллӑ мар иккен — шухӑшлаҫҫӗ.
Виҫӗ ҫул кӗтесси кӑна мар, ҫӗнӗ шкул-интернат ӳнер енӗпе кӑна ӗҫлени те самай шухӑшлаттарать — малтанхи хупнӑ лицейра вара ачасем ытти енсемпе те аталанма пултарнӑ.
Виҫӗ ҫул вӗренӳ тӗлӗшӗнчен самай вӑрӑм тапхӑр — ҫак ӗҫ-пуҫ епле вӗҫленнине вӑхӑт иртсен ҫеҫ пӗлейрӗпӗр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |