Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче пирӗн анлӑ Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне палли тӑвасси ҫирӗп йӑлана кӗнӗ. __Комсомольски районӗнчи__ __Хырхӗрри ял тӑрӑхӗнче__ те ҫак уява асӑнса митингсем иртрӗҫ.
Малтанах, вунпӗр сехетре, __Вӑрманхӗрри Чурачӑк__ ялӗ варринче вырнаҫнӑ палӑк умӗнче, тепӗр сехетрен __Хырхӗрри__ ялӗнче шкул ачисем, ял-йышсем, ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем пуҫтарӑнса вӑрҫӑран таврӑнманнисене асӑнчӗҫ. Влаҫ тытӑмӗн ертӳҫисем сӑмах тухса каларӗҫ. Шкул ачисем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсене янратрӗҫ. Митинга вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра вӑй хунӑ ватӑсем те хутшӑнчӗҫ.
Маларахри вӑхӑтра ҫакӑн пек митингсенче вӑрҫӑ ветеранӗсем хутшӑнса сӑмах калатчӗҫ. Шел пулин те, паянхи куна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсенчен __Хырхӗрринче__ те, кӳршӗри виҫӗ ялта та пӗри те юлман. Сайралансах пыраҫҫӗ ватӑ салтаксен речӗсем...
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |