Тӗнчипе паллӑ чӑваш сӑвӑҫи __К.В. Иванов__ хӑйӗн «Нарпи» поэминче этемӗн мӑнаҫлӑхӗ пирки ҫапла ҫырать: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Вӑйли ҫук та этемрен: Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче Хуҫа пулса вӑл тӑрать». Чӑнах та, ҫутӑ тӗнчере этемрен вӑйли ҫук пекех туянать. Анчах пур этем те хӑй тӗнчинчен иртейместех. Кирек хӑш саманара та, кирек хӑш вӑхӑтра та тулли е «катӑк» пурнӑҫпа пурӑнакансене этемлӗх чысӗнчен кӑларакан кӑлтӑксем пур. Вӗсем шутне сывлӑха самаях хавшатакан тӗрлӗрен алкоголь шӗвӗксем, ӳпкене пӗтерекен чӗлӗмсем кӗреҫҫӗ.
Кашни ҫулах тенӗ пек пуҫлӑхсем асӑннӑ ыйтупа пуҫсене ватаҫҫӗ, хытӑ меслетсем шыраса ҫынна сиенлӗ йӑларан пушшех хӑтӑлтарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кӑҫал та, ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗнче ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗрӗ. Ку саккун обществӑллӑ вырӑнсенче чӗлем туртма чарать имӗш.
Ҫынсем йышлӑрах ҫӳрекен вырӑн шутне вӑрӑмрах маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене те кӗртнӗ иккен. Ку хыпара ИТАР-ТАСС пӗлтерӳ агенстви те ҫирӗплетет. Вӑрӑм ҫула тухнӑ пассажирсен хушшинчи чӗлӗме паклаттарма кӑмӑл тӑвакансем «чунӗсене» малашне чарӑну тунӑ вӑхӑтра ҫеҫ, платформа ҫине тухса кантарма пултарӗҫ.
«Саккун пуриншӗн те пӗрешкел, пирӗн ӑна те пӑхӑнас пулать», — пӗлтереҫҫӗ хӑйсен шухӑшне Шупашкар хулин чугун ҫул вокзалӗн специалисчӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |