__Шупашкар__ хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх __Красноармейски__ ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне палӑртакан хӑйне майлӑ палӑкпа пуянланнӑ. 76 миллиметрлӑ девизи тупине ялти Мухтав монумӗнчӗпе ҫуммӑн вырнаҫтарнӑ.
Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫинче тупӑ чи анлӑ усӑ куракан хӗҫ-пӑшалсенчен пӗри пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӗсемпе самай хушӑ усӑ курнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫак кӑрал паянхи кун та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
«Вӑрҫӑ палӑкне Чӑваш Республикине Курган облаҫӗнчен ҫитернӗ. Тупӑна вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлнелле палӑка майлаштарса лартассине вӗҫленӗ», — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.
Ял таврашӗнче ҫавӑн йышши палӑксене лартасси ӳсекен ӑрӑва паттӑрлӑх туйӑмне ӳстерессе, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессе, чунӗсенче ҫирӗплетме пулӑшасса шансах тӑрас килет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |