Иртнӗ ҫул республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ 2,9712 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, унӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ виҫӗм ҫулхинчен 15,3% ӳснӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн харпӑрлӑхри пуянлӑх шучӗ унчченхиллех юлнӑ: унӑн 50 599 тӑваткал метр ҫӗр, пурӑнмалли икӗ пӳрт — пӗри 216,2 тӑваткал метр пысӑкӑш, тепри — 95,4 тӑваткал метр пур. Кунсӑр пуҫне мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, вӗсем 2 000, 623 тата 5 000 тӑваткал метрлӑскерсем. Унсӑр пуҫне Михаил Игнатьев 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн хуҫи. Республика Элтеперӗн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук.
Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ вара хӑйӗн тӗп вырӑнӗнче 220,3 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ытти тупӑш та пур унӑн. Вӑл 4,174 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн мӑшӑрӗ 88,4 тӑваткал метр пысӑкӑш хваттерне сутса 282,6 тӑваткал метрлине туяннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 25 300 тӑваткал метр ҫӗр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксӗ пур.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |