Илле Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян каҫхине ҫут тӗнчерен __Борис Борлен__ сӑвӑҫ уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ытларикун, унӑн килӗ патӗнче 9 сехет ирхине иртӗ — Шупашкар, Иван Яковлев проспекчӗ, 8 ҫурт, 185 хваттер. Ваҫлей Митта премийӗн лауриатне (ытти чыслӑ ятсене паман ӑна) тӑван ялӗнче, __Елчӗк районӗнчи__ __Кивӗ Арланкассинче__ пытарӗҫ.
**__Борлен Борис Леонтьевич__** 1934 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш педагогика институтӗнче илнӗ. Пушкӑрт Республикин шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ, «Хыпар» хаҫатӑн Пушкӑртстанри ятарлӑ корреспонденчӗ вырӑнӗнче самай хушӑ тӑрмашнӑ. Хусанта тухакан «Сувар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Борис Леонтьевич тӑрӑшнипех Пушкӑртри Стерлӗ хулинче чӑваш ачисем валли ятарлӑ курссем, педагогика училищинче чӑваш уйрӑмӗ уҫалнӑ.
Унӑн ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Асатте ялӗнче» (П. Ҫӑлкуҫпа пӗрле, 1994); «Пӑрттас патшапа Сӑвар Турханӗ» (1998); «Кӗсменрен тӑкаҫҫӗ кӗмӗл» (1999); «Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗнӗ самана» (2001) тата ыттисем.
1999 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премине панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |