Пӗтӗм тӗнчери медицина апписен кунне халалласа (аса илтеретпӗр, ҫав уява ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) __Шупашкар район__ пульницинче «2013 ҫулхи чи лайӑх медицина аппи» конкурс ирттернӗ. Унта фельдшерсемпе медаппасем хутшӑннӑ.
Вӗсем хӑйсемпе кӗскен паллаштарнӑ, ӗҫре куллен пурнӑҫлама тивекен хӑш-пӗр самантсем енӗпе тупӑшнӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем шур халатлисен апат пӗҫерес ӑсталӑхне те тӗрӗслесе пӑхас тенине кура тухтӑрсем килтен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе килнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисене хаклакансен шучӗпе асӑннӑ районти __Энтимӗркассинчи__ Нина Федорова фельдшер пек маттурри пулман. Район пульницинчи хирурги уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Светлана Карсакова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Наталия Гумирова анестизист.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |