**Ҫак уйӑхӑн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш Ен делегацийӗ Питӗр хулинче пулнӑ, хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ паллӑ учёнӑй __Иакинф Бичурин__ ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ мероприятисене хутшӑннӑ**.
Асӑннӑ хулари Чӑваш наципе культура автономийӗ чӗннипе ҫула тухнӑ чӑвашсен ушкӑнӗ архимандритӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Унтан вӗсем Бичурина халалланӑ асӑну каҫне хутшӑннӑ. Ӑна хулари чи авалхи вулавӑшсенчен пӗринче — А.С. Грибоедов ячӗллинче — иртнӗ. Унта Питӗрте пурӑнакан 40 ытла наци ҫыннисен литератури вырӑн тупнӑ-мӗн.
Сӑмах май, хулари Наци Лигисен президенчӗ Хамзат Цокиев чӑвашсен ентешлӗхӗ хулан культура пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Мероприятире __Кӳкеҫри__ «Бичурин тата хальхи самана» музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Иакинф Бичурин Чӑваш Еншӗн епле вырӑн йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ. Пирӗннисем Питӗрти ентешсене концерт та кӑтартнӑ, лешсем те парӑмра юлман — Чӑваш наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи «Парне» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |