**Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче __Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ__ Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери «Науруз» театр фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал 11-мӗш хут иртет. Фестивале __Хусан__ хулинче йӗркелӗҫ.**
К. Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа камит театрӗн сцени ҫинче Чӑваш Енӗн артисчӗсем Николай Коляда пьесипе лартнӑ «Шинель пике» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна Наталия Сергеева лартнӑ (сӑмах май, вӑл хӑй те театр артисчӗ). Сценарине __Валерий Яковлев__ тӗп режиссёр ҫырнӑ. Тумӗсене Галина Герасимова художник шухӑшласа кӑларнӑ.
ЧР Культура министерстви Чӑваш патшалӑх драма театрӗ кун пек пек фестивале пӗрре кӑна мар хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑни пирки аса илтерет. 1998 ҫулта __Николай Сидоров__ пьесипе лартнӑ «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ» спектакле «культурӑллӑ лартнӑшӑн» Валерий Яковлев режиссёр диплома тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки __Светлана Андреева__ «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Большаков вара актёр ӑнӑҫлӑхӗшӗн парнеллӗ пулса тӑнӑ. Ун чух чӑвашсем __Арсений Тарасов__ пьесипе «Инҫет телей ҫути» спектакле кӑтартнӑ. 2005 ҫулта Валерий Яковлев тӗп режиссер «Режиссёрӑн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире, СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__ «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», __Елизавета Хрисанова__ вара «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑрнӑ. Ку чыса вӗсем Федерико Гарсия Лорка пьесипе лартнӑ «Арҫынсӑр хӗрарӑм» спектакле кӑтартса тивӗҫнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |