Спортпа туслӑ ҫынсем сывлӑхпа та самаях ҫирӗп. Иртнӗ вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускав хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Раҫҫей шайӗнчи талӑк чупас енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентеш те хутшӑннӑ авӑ мӗн — __Канаш__ хулинче пурӑнакан Василий Дюкин. Унпа пӗрлех Раҫҫейри халӑхсен туслӑхӑн университечӗн стадионӗнче 24 сехет хушши 50 ҫын чупнӑ.
Вара ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн ентеш 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 55–59 ҫулхи арҫынсем хушшинчи категорире вара Василий Дюкин ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫне.
Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх талӑкӗпе чупас ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи — Саха-Якути республикинче пурӑнакан Андрей Бурнашев — пирӗн етешӗмӗртен 29 ҫухрӑм ытларах чупнӑ. Унӑн результачӗ — 218 ҫухрӑм.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |