Раҫҫей правительстви ятарлӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн обществӑлла транспортӑн ҫур йышне газ ҫине куҫарасси ҫинче сӑмахлаҫҫӗ. Влаҫӑн аслӑ органӗсен шухӑшӗпе газпа ӗҫлекен машинсем чи паха транспортсенчен пӗри. Топливӑран газ ҫине куҫнӑ пулӑм ӑнӑҫлӑрах иртме газ топливипе ӗҫлекен транспорт валли хатӗрлекен производство компоненчӗсен таможнӑри тӳлевне чакарасшӑн е пачах тӳллевсӗр хӑварасшӑн. Ҫак программӑпа Минпромторгпа Минтранс ӗҫлӗ.
«Калаҫу 3 тӗрлӗ топливо пирки пырать: шӗветнӗ углеводород газӗ, хӗснӗ тата шӗветнӗ ҫутҫанталӑк газӗ. Пысӑкрах хуласенче ҫур транспортне те пулин газ топливи ҫине куҫармалла. Хулара газпа авӑрлакан ятарлӑ станцисем хута ярас тӗлӗшпе компанисене укҫа уйӑрса пама та хатӗр. Ҫапла май вара ҫак топливо ҫине куҫасси хӑйне хӑй пулса пырӗ», — пӗлтереҫҫӗ Раҫҫейӗн транспорт министерствинче.
Уйрӑмах хӑрушӑсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тинкерсе пӑхӗҫ. Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть Мускавра пӗр автобусӑн баллонӗсем сирпӗнсе кайнӑччӗ, Турра шӗкӗр, салонра никам та пулман вӑл вӑхӑтра.
«Паянхи куна республикӑра газпа авӑрлакан 6 заправка ӗҫлет. Шӗветнӗ газа ыйтакансен йышӗ вара самай пысӑк. Ҫак шӗвек ҫине хальхи вӑхӑтра ытларах хулари маршрутсемпе ӗҫлекен транспорт куҫать», — хулан газ-инженери ӗҫченӗсем ҫапларах каласа параҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |