__Шупашкар__ хулинче тата тепӗр палӑк ҫӗкленмелле. Ӑна сӑваплӑ Павӑлпа Хевроние халаллӗҫ. Православи тӗнне ӗненекенсем вӗсене ҫемьене упракансемпе сыхлакансем евӗр хаклаҫҫӗ.
Хальлӗхе палӑк хакӗ тата вӑл ӑҫта пуласси пирки калама иртерех-ха. Хула депутачӗсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, спонсорсен тата уйрӑм ҫынсем ыр кӑмӑллӑх тӗллевпе укҫа парса пулӑшасса шанни сисӗнет.
__Шупашкар__ хула депутачӗсем палӑк вырӑнне шырама та тытӑннӑ. Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче вӗсем республикӑн тӗп хулинчи икӗ ҫӗрте пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — арҫынсен мӑнастирӗпе Константин Иванов скверӗ хушшинчи вырӑн, тепри — Республика лапамӗнчи чиркӳ умӗ. Ҫапах та палӑк вӑл е ку тӗлте пуласси пирки пӗтӗмлетме иртерех пулӗ. Мӗншӗн тесен ку ыйтӑва архитекторсен сӗнӗвне тата халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса памалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |