__Шупашкарта__ пӗр-ик чарӑнусенче электрон хӑма вырнаҫтарни ҫинчен эпир маларах __/news/3096.html_пӗлтернӗччӗ__ ӗнтӗ. Ун чухне «ӑслӑ» хӑма татӑкӗсене чӑваш телекоммуникаци ӗҫлетерсе яма ӗлкерейменччӗ. Паян вара ак, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, электрон хӑмисем ҫинче сасартӑк ӑнланмалла мар паллӑсем тухма тытӑнчӗҫ — вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ пулнӑ имӗш.
Пӗтӗмпе ҫитес кунсенче ҫакӑн йышши электрон хӑмасене 5 чарӑнура вырнаҫтарма палӑртнӑ: Николаев урамӗ, Республика тӳреме, Дзержинский урамӗ, Раща, Суту-илӳ ҫурчӗ.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх электрон хӑмасем транспорт хӑш вӑхӑтра килессине кӑна мар, кун датине те, сывлӑш температурине те кӑтартма тытӑнӗ. Хальлӗхе электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS навигаци хатӗрӗллӗ троллейбуссене миҫе минут кӗтмеллине ҫеҫ палӑртма пултарӗ. Каярахпа проекта маршруткӑсемпе автобуссене хутшӑнтарма йышӑннӑ.
Чарӑнури тӗлӗнтермӗш хӑма тата тӗрлӗрен пӗлтерӳсене, рекламӑпа салам сӑмахӗсене тата ытти хыпарсене ҫутатса пама пултарать иккен. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата кӗсъи тулли пултӑр ҫеҫ — хӑма кирлӗ май пуплеме тытӑнӗ. Республика кунӗнче, сӑмахран, ҫынсем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулама пултарӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта тата 3 чарӑнура электрон хӑмине вырнаҫтарма палӑртнӑ: Мода ҫурчӗ, Энергозапчасть тата Раща чарӑнура (лавккасем енчен).
Электрон хӑмасене вырнаҫтарни чарӑнусенче транспорта кӗтекен ҫынсене самай ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Вырӑс чӗлхипе тарӑн шухӑшлӑ салам сӑмахӗсем те хула ҫыннисемпе, хӑнасене кӑмӑла кайӗ. Реклама вырнаҫтарма пултарнине те хӑш-пӗрисене кӑсӑклантарӗ. Анчах та... Наци ыйтӑвӗ татах та ҫак ӗҫ-пуҫра ҫивӗччӗн тухса тӑрать. Чӑн чӑваш ялӗнчен килнӗ ват кинемейӗн вара чарӑнури ӑслӑ хӑма мӗн ҫинчен «пупленнине» чӑвашла-вырӑс словарӗпе пӗр чӗлхе тупсан ҫеҫ тӗпчесе пӗлме пултарӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |