Чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркисене сума суса ҫулсерен пирӗн республикӑра ҫынсем ҫурхи аки-сухи ӗҫӗсем вӗҫленине палӑртакан уява — __Акатуя__ — пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, __Етӗрне районӗн__ ҫыннисем те Пионерсен хирне пухӑнса уява чаплӑн ирттерчӗҫ.
Етӗрнери алӗҫ ӑстисем 10 сехетренпех хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма лавккасем уҫса куравсем ирттернӗ, суту-илӳ ӗҫне тытса пынӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ятарлӑ картишсенче сӑнласа кӑтартасси йӗркене кӗчӗ ӗнтӗ — Етӗрне районӗн уявӗ те вӗсемсӗр иртмерӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫӗнче хӑйсене чи хастаррӑн кӑтартнисене ятарлӑ хутсемпе тата парнесемпе чыслани пирки те калас пулать.
Акатуя пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑҫсем ятарлӑ концерт хатӗрленӗ пулнӑ. Вӑл вӗсен кӑмӑлне самаях ҫӗклерӗ, уйрӑмах ача-пӑчасен пултарулӑхӗ.
Уяв ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ватти-вӗтти те Акатуйра тивӗҫлипех канма, савӑнпа, уява килленме пултарнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?id=2549954&type=news&page=2_**Сӑнсем**__ (20)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |