Чылай ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне аслӑ пӗлӳ илтересшӗн хыпса ҫунать. Укҫаллисем «кӗмӗлне» шеллемесӗр тӳлесе те вӗрентме хатӗр. Ара, ачамӑрсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнччӑр тенипе ҫавӑн пек тӑрмашатпӑр пулинех.
Аслӑ шкул пӗтерни пирки калакан дипломлисемех вара хӑш чух ӗҫсӗр аптӑраҫҫӗ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине шута илсе дипломлӑ каччӑсем водительте, пикесем вара сутуҫӑра вӑй хуни те тӗл пулать. Ҫав вӑхӑтрах промышленноҫ предприятийӗсене инженерсемпе технарьсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе республикӑра прикладной квалификацие хӑнӑхтаракан нумай функциллӗ вӗрентӳ центрӗсем уҫма палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе ҫиччӗ уҫмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Сӑмах май, вӑл кӑсӑклӑ ҫакӑн пек статистика та илсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗренекенсенчен 67 проценчӗ аслӑ шкулта ӑс пухать иккен, 23,9-шӗ — вӑтам професси вӗрентӗвӗн учрежденийӗсенче (ӗлӗкхилле каласан, техникумсенче), 8,9-шӗ — пуҫламӑш професси вӗрентӗвӗн учрежденийӗсенче (училищӗсенче). Анчах предприятисенче пачах урӑхла ӳкерчӗк-мӗн — вӗсене рабочисем кирлӗ. Акӑ, вунӑ специалистран пӗри ҫеҫ аслӑ пӗлӳлли кирлӗ имӗш, иккӗшне вӑтам профессиллине шыраҫҫӗ, ҫиччӗшне — пуҫламӑш профессиллине.
Вӗсенчен пӗрне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче уҫнӑ. Вӗрентӳ центрӗ Шупашкарти транспорт тата ҫурт тӑвӑм технологийӗсен техникумӗ ҫумӗнче никӗсленнӗ. Тӗрӗссипе, ыттисене те хальхи техникумсем тавралла йӗркелӗҫ. Тепӗр иккӗшне килес ҫул, ыттисене 2015-мӗшӗнче уҫмалла. Вӗрентӗве вӗсем республикӑри предприятисене епле специалистсем кирлине кура йӗркелӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |