Паян, утӑн 8-мӗшӗнче, Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче республикӑра 18 ҫемьене «Юратупа шанӑҫлӑх» медальпе тата орденпа чыслама палӑртнӑ. Республика Элтепӗрен администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьев ҫак медаль-орденпа __Шупашкарти__ вунвиҫӗ, __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ пилӗк ҫемьене тивӗҫтерӗ. Хуласемпе районсенче вара ҫак куна халалласа концертсем, ҫемье конкурсӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне тата «ылтӑн» мӑшӑрсене чыслама палӑртнӑ — парнесемпе килӗсене ҫитсех тивӗҫтерӗҫ.
Паян, Шупашкарта 34 ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен юратӑвне мӑшӑрлану кӗрменӗнче ҫирӗплетӗҫ (2011 ҫулта — 24, 2012 ҫулта — 37). Кӳлмек хӗрринчи юрӑ ӗшнинче те хулари пултаруллӑх коллективӗпе ҫемье ансамблӗ хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарӗҫ. __Шупашкарти__ «Спартак» стадионта «Атте, анне, эпӗ — спорт ҫемьи» ятпа ҫемьесен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ.
Кӑҫал республикӑра «Юратупа шанӑҫлӑх» медальӗпе 25 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан 70 ҫемьене чыслама палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |