Противогаз кӑна мар тата наҫилкка та панӑ. Кун пирки __Муркаш район__ админиcтрацийӗн сайтӗнче __http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&type=news&id=2566147|хыпарланӑ__. Гражданла хӳтӗлевӗн ҫак хатӗрӗсене районти мӗнпур шкула валеҫнӗ иккен. Ҫапла вара Муркаш тӑрӑхне 1800 противогазпа 69 наҫилкка ҫитнӗ. «Асӑннӑ пурлӑха вӗренӳ тӗллевӗпе усӑ курмалла», — тесе пӗлтернӗ райадминистрацин официаллӑ сайтӗнче.
Эпир шкулта вӗреннӗ чухне пире противогазсем тӑхӑнтартса ҫырмана чуптарнине астӑватӑп-ха. Маларах асӑннӑ хатӗрсене, тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн урокӗсенче темӑна лайӑхрах ӑша хывтарма усӑ курӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |