Екатеринбургран Мускава Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелле тӑвасси пирки __/news/3295.html|эпир маларах хыпарланӑччӗ__. Кирек епле ӗҫе пуҫӑниччен те халӗ халӑхпа сӳтсе явма тытӑнчӗҫ те, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑн Транспорт министерствин Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ конференц-залӗнче 11 сехетре ку ыйтупа пухӑнма палӑртнӑ. Унта, сӑмах май, кӑмӑл пуррисене пурне те кӗртеҫҫӗ. Халӑх итлевӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ.
Хамӑр енчен вара ҫакна пӗлтерер. Калӑпӑшлӑ проект Раҫҫейӗн 11 регионне пырса тивет, ҫав шутра — пирӗн республикӑна та. Тата тӗрӗсрех каласан, __Сӗнтӗрвӑрри районӗ|Сӗнтӗрвӑрри__, __Муркаш районӗ|Муркаш__, __Шупашкар районӗ|Шупашкар__ тата __Етӗрне районӗ|Етӗрне__ районӗсене. Ҫул асӑннӑ районсем витӗр иртмелле-мӗн. Вӗсенче те ҫакӑн пек итлевсем йӗркелемелле. Сӑмах май, Транспорт министерствинче йӗркелекеннине асӑннӑ район пуҫлӑхӗсем те хутшӑнӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |