«Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ачасенчен тӑрӑхланӑ тӗслӗх пирки пӗр вӑхӑтра питӗ шавларӗҫ. Кун пирки эпир темиҫе те __/news/3245.html|пӗлтернӗччӗ__. Вожатӑйсене явап тыттарасси каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Халӗ, акӑ, тата тепӗр хыпар.
Тивӗҫлӗ йышӑну тумалли пирки РФ Тӗпчев комитечӗн республикӑри тытӑмӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине ятарлӑ хут ярса панӑ иккен. Халӗ ведомствӑна ҫав асӑрхаттарӑва хуравлакан ҫыру ҫитнӗ-мӗн. Канма кайнӑ ачасемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче тӑрӑшакан виҫӗ ҫынна: министр ҫумне, пай пуҫлӑхӗпе ҫав пайри пӗр ӗҫчене — дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ тесе пӗлтернӗ иккен унта.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |