Эрех хыпса лартнӑ хыҫҫӑн ачисене тӑн кӗртме пуҫлакан ашшӗ-амӑшӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнес килет. __Шупашкар районӗнче__ пулса иртнӗ тӗслӗхре вара ҫичӗ ют пӗчӗк ача ҫине алӑ ҫӗклеме хӑйнӑ. Тата тӑван килӗнче те мар, паллакан хӗрарӑм патӗнче ҫавӑн пек хуҫаланнӑ вӑл.
Аса илтеретпӗр, 33 ҫулхи арҫын хӑнана кайнӑ хӗрарӑмӑн тӑваттӑри ывӑлӗ пӳрте вараланчӑк резина атӑпа кӗрсе тӑнӑ та урая хуратнӑ. Ҫакӑншӑн хӑна ачана ярса илсе ҫенӗке илсе тухса виҫӗ хутчен ҫапса янӑ. Сӑмса хуҫнине пула пӗчӗкскере тухтӑрсенех пулӑшу кӳме тивнӗ.
Пульницӑна лекмен пулсан хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтеретчӗ-ши е ҫук-ши — ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр (ара, арҫынӗсене хӳтӗлесе тӑван ачисене патак айӗнче усракан хӗрарӑмсем те ҫук мар-ҫке…).
Пӗчӗк ачапа чӗрре кӗрекен вӑй питтие суд 7 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Анчах Шупашкар район прокуратури ку айӑплавпа килӗшме пултарайман — ун шучӗпе, тӑваттӑри ачан сӑмсине хуҫнӑ арҫыншӑн ку вӑл ытла та ҫемҫе айӑплав. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр прокуратура аппеляци хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ арҫынна 6 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн ӗҫ укҫинчен 20 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |