Мексикӑра ҫак кунсенче «Raices el mundo en mexiko» фольклор фестивалӗ иртет. Кӑҫалхипе ӑна тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Ятне вырӑсла куҫарсан, «Тӗнче тымарӗ — Мексикӑра» тени пулать. Фестиваль паянтан тытӑнса утӑн 26-мӗшӗччен пырӗ. 27-мӗшӗнче вара San Pedro Atocpan Пӗтӗм тӗнчери фестиваль уҫӑлӗ, вӑл ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Пирӗн республикӑна савӑнтаракканни — асӑннӑ мероприятисене __Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ__ хутшӑнни. Хӑйӗн сакӑр теҫетке ӗмӗрхи кун-ҫулӗ вӑхӑтӗнче вӑл мӗн чухлӗ чӑваш юррине шӑрантарман-ши! Кунпа пӗрлех репертуара вырӑс тата анӑҫри авторсен хайлавӗсене те кӗртеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ансамбль ют ҫӗршыва тӑтӑшах тухса ҫӳрет. Вӑл Европӑри, Азири тата Африкӑри 10 ытла ҫӗршыва ҫитсе хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |