Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче вӑйлӑ ҫумӑр та, хӑрушӑ аслати те, йывӑҫсене хуҫакан ҫил-тӑвӑл та пулчӗ. Вӗсем те пуль этеме шырлӑх нумаях кӳнӗ. Ҫапах та пӗр енчен пӗлтерӗшсӗр шӑрӑх кунсем ҫынна тата та нумайрах шар кӑтартнӑ. Хытӑ хӗртекен хӗвелтен тарса кӳлӗ таврашне кӗрсе нумайӑшӗ лӑпкӑллӑх шыраҫҫӗ, унта вара вӗсемпе тӗрлӗ пӑтӑрмахсем пулса иртеҫҫӗ.
Чӑваш Енри Раҫҫейӗн ИӖМ служби пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республикӑра шыв-шур таврашӗнче пурӗ 29 инкек тухнӑ, вӗсенчен 24 ҫынӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Нумай чухне инкек шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишекенсемпе тата «хӗренкеленнисемпе» пулать иккен.
— Паян, утӑн 16-мӗшӗнче, 11:30 сехетсенче __Ҫӗмӗрле__ хулинчи «Статуй пӗвере» ҫын путса вилнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ведомствӑра. — Путакан хӗрарӑм ишме юраман вырӑна ӳсӗрле кӗнӗ, ҫакӑ вара ӗнтӗ инкеке лекнӗ сӑлтавӗ пулнӑ та.
Иртнӗ эрнекун, утӑн 12-мӗшӗнче, __Шупашкар районӗнчи__ __Типнер__ ялӗнче 50 ҫулхи арҫын путса вилнӗ. Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, шыв-шурта вара __Вӑрмар районӗнчи__ __Кивӗ Вӑрмарта__ пурӑнакан 56 ҫулхи арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Икӗшӗ те ӳсер пулнипе инкеке лекнӗ.
Кун йышши пӑтӑрмахсене шута хурса этемӗн асӑрхануллӑрах пулас пулать. Ӳсӗрле ӑҫта кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте шыва кӗрес йӑлана прахӑҫламалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |